Пӑрачкав район пульницине ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗмӗрле районӗнчипе пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, куншӑн пациентсем шар курмӗҫ. Унтан та ытларах — вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси лайӑхланӗ, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тӗрӗслӗҫ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерес ыйтӑва ӗнер Пӑрачкав район администрацийӗн ларусен залне пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫынсем ыйту сахал мар панӑ. Вӗсемпе тӗл пулма кайнӑ республикӑн сывлӑх сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та, ыттисем те лӑплантарнӑ, пулӑшу пахалӑхӗ чакмассине шантарнӑ.
Тӗп улшӑну Пӑрачкаври пульницӑн тӳри-шарине пырса тивет тенипе килӗшмелле. Сиплев учрежденийӗсене пӗрлештерсен вӗсен йышне чакарӗҫ. Ҫынсене вара малтанхиллех йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӗнӗ поликлиника хута яраҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма тытӑннӑ. Строительство лапамне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫитнӗ. Вӑл ӗҫ планӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра 4 тата 5 хут пулать. Унта васкавлӑ пулӑшу, врач умӗнхи пулӑшу, специалистсен уйрӑмӗн, функционаллӑ диагностика уйрӑмӗн тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех гинекологи, сиплев уйрӑмӗсем, кӑнтӑрлахи стационар, хӗрарӑмсен консультацийӗ пулӗҫ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнчен иртекен федераци трасси ҫинче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ, ултӑ ҫынна пульницӑсене ӑсатнӑ. Сӑмах май, вӗсенчен пӗрин сывлӑхӗ уйрӑмах начар — вӑл реанимацире выртать.
Инкек кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ йывӑр тиевлӗ «MAN» машинӑра. Унӑн урапи шӑтса кайма пултарнӑ, ҫавна май вӑл «Peugeot» пӗчӗк автобуспа ҫапӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи йывӑр инкеке лекнисене тухтӑрсем епле пулӑшнине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Михаил Игнатьев Элтепере каласа кӑтартнинчен вырӑна васкавлӑ пулӑшу машинисем тӑваттӑн тан пырса ҫитни паллӑ. Аманнисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн шурӑ халатлисем тӑрӑшаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче медицинӑпа экономика канашӗн черетлӗ, иккӗмӗш, ларӑвӗ иртнӗ. Ку орган ҫак ведомствӑра ҫӗнӗ. Ӑна Владимир Викторов министра ларнӑ хыҫҫӑн вӑл пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ҫӗнӗлӗхе министерствӑрисем консультаципе канаш органӗ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл республикӑра сывлӑх сыхлавне аталантарас ҫул-йӗре палӑртмалли орган шутланать.
Паянхи канашлӑва Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев хутшӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент ыйтӑвне халалланӑ ыйтӑва хускатнӑ май ертӳҫӗсен пӗлӳ шайӗ хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫлӗ пулмалли пирки калаҫнӑ. Ҫакна шута илсе республикӑн сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен аслӑ звенори кадрсене «Менеджмент в здравоохранении» (чӑв. Сывлӑх сыхлавӗнчи менеджмент) программӑпа вӗрентме шухӑшлаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче ҫынсен сывлӑхне диспансеризаци ирттерсех тӗрӗслеме пуҫларӗҫ. Ҫапла туни чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӗрӗсленӗ 126 пин ытла ҫынран 219-шӗн усал шыҫӑ пуррине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 70 проценчӗн йывӑр ҫак амак I-II стадире иккен. Кун пек чире вӑхӑтра тупса палӑртсан чире ӑнӑҫлӑ сиплес шанчӑк самай пысӑккине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем.
Диспансеризаци тухнисенчен 60 проценчӗ апат тӗрӗс мар ҫинине палӑртнӑ. Халӑхӑн 45,1 проценчӗ шыҫӑнса кайнӑ. Артери пусӑмӗпе 32,7 проценчӗ асапланать. Йӑпӑр-япӑр хускану туманни те ҫынна сиен кӳрет: кун пеккисем — кашни пиллӗкмӗш ҫын. Гиперкликемипе халӑхӑн 8,5 проценчӗ аптӑрать, 7,6% пирус туртать, 2,5% эрехпе айкашать.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ.
Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри аптекӑсенче спирт сутма ҫеҫ мар, «Асептолин» та сутма чарасшӑн. Эрех ӗҫме юратакансем спиртлӑ ҫак тата ҫавӑн йышши шӗвеке хаваслансах туянаҫҫӗ. Хавасланмӑн! 30 тенкӗ ытларах тӑракан 100 грамран шыв хушса 250 грамм хатӗр шӗвек кӑлараҫҫӗ. Ҫур литр тӑвас тесен ик кӗленче ҫителӗклӗ. Анчах ун пек шӗвексем пуҫа аптӑратса-минретсе янисӗр пуҫне леш тӗнчене ним мар ӑсатма пултараҫҫӗ. Наркӑмӑшлӑнса шар куракансем тата мӗн чухлӗ!
Ҫакна шута илсе республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви аптекӑсен ертӳҫисен ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта «Асептолин» сутма чарӑнма е пӗр ҫынна сутас виҫене чакарма ыйтнӑ.
Итлессипе итлемесси пирки калама хӗн, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр аптека ун пек шӗвекпе те самай тупӑш курни паллӑ.
Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тухтӑрсем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Кадр йывӑрлӑхӗ ялсенчи ФАПсене кӑна мар, пульницӑсене те пырса тивет.
Республикӑмӑрти сиплев учрежденийӗсене шурӑ халатлисем кирлине ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тӗп врачсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Владимир Викторов республикӑра участокри терапевтсем тата педиатрсем 150-а яхӑн ҫитменнине пытарман. Фельдшерпа акушер пункчӗсенчен 48-шне фельдшерсем кирлӗ.
Ҫак тухтӑрсем пурте пуҫламӑш звенорисем шутланаҫҫӗ. Вӗсем, тӗлӗнмеле пек те, анчах хуласенче пушшех сахал. Шкулсенче те тухтӑрсем пулмалла тӗллев лартнине кура кадр йывӑрлӑхӗ тата вӑйлӑрах сисӗннине тавҫӑрма йывӑр мар.
ФАПсенче фельдшерсем ҫитменнишӗн ЧР Элтеперӗ хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район пульницине сӑмах лектернӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта кӑмпаҫӑсем эмел купи тупнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ .Тӗлӗнмелле эмел купи вырӑнне паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Ҫак ведомствӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑрманта пӗр производителӗн икӗ йышши эмелне тупнӑ. «Ун чухлӗ эмел пульницӑсенче те, фармацевтсен склачӗсенче упранма пултарайман», — пӗлтернӗ Сывлӑх сыхлав министерствин пурлӑхпа ресурс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Маслова вырӑна тухса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн.
Вӑрманта эмел сапаланнине халӗ республикӑн прокуратури те тӗрӗслет, шалти ӗҫсен пайӗн специалисчӗсем те ку фактпа ӗҫлеҫҫӗ. Эмел купине вырӑнти Ҫӗньял ял администрацийӗ хӑйӗн вӑйӗпе тасатать.
Чӑваш Енри пульницӑсем пултаруллӑ тухтӑрсене шыраҫҫӗ. Анчах этеме сиплессипе мар, юрлас-ташлас, тӗрлӗ япала ӑсталас енӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, чун киленӗҫне кӑтартассипе.
«Алло, мы ищем таланты» (чӑв. Алло, эпир пултаруллисене шыратпӑр) республикӑри конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле. Унччен вырӑнсенче суйлав турӗсем йӗркелӗҫ. Ӗнер, ав, вӑл Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра пулнӑ. Унта хулари 11 медицина учрежденийӗнчен пуҫтарӑннӑ. Шурӑ халатлисем ал ӗҫӗсене те илсе пынӑ, сцена ҫинче те пултарулӑха кӑтартнӑ. Вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хастар пулнӑ. Тӳресем кашнин ӗҫнех тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшнӑ.
Хӑйсен номинацийӗсенче мала тухнисем республикӑри конкурсра тӑван пульницӑн чысне хӳтӗлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |